3936 | Чӗлӗм туртать — ҫӗр ҫул пурӑнать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3937 | Чӗмсӗр вилӗм никама та хӗрхенмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3938 | Чӗр пуҫ вилмест, амалет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3939 | Чипер пурӑн, вӑрӑм пурӑн теҫҫӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3940 | Чипер пурӑннине мӗн ҫиттӗр? | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3941 | Чипер ҫӳренине ним те ҫитмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3942 | Чул ҫыруне ят ӳксен хӑтӑлас ҫук вилӗмрен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3943 | Чун тухиччен чӑтас пулать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3944 | Шӑпӑрт пурӑнакан шӑпчӑкран ирттернӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3945 | Шыва путса вилме ҫырнӑ пулсан таканари шыв ҫинче те путса вилен. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3946 | Шыва сиксе виличчен ҫакӑнса вил. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3947 | Шывра кӗмӗл ирӗлмӗ, вилнӗ этем чӗрӗлмӗ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3948 | Ыр ҫын валли вилӗм пур, пире валли ҫук. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3949 | Ыр ҫын вилет — ӑсӗ юлать, ухмах вилет — пӑс та юлмасть. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3950 | Ыр ҫын вилет — виҫ путек ҫуралать, усал ҫын вилет — виҫ путек ҫухалать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3953 | Ыр ҫын вилет — ят юлать, пуян вилет — мул юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3952 | Ыр ҫын вилет — ят юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3951 | Ыр ҫын вилет, унӑн ӗҫӗ пурӑнать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3954 | Ыр ҫыннӑн вилӗмӗ те ырӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3955 | Ыр ут утать — ҫул юлать, ыр ҫын вилсен ят юлать. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3956 | Ырӑ ҫынна ӗмӗр сахал, усал ҫынна ӗмӗр вӑрӑм. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3957 | Ырӑ ҫыннӑн ӗмӗрӗ кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3958 | Элчел мӗнле, пурнӑҫ ҫапла. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3959 | Эсрелӗ касмасӑр ҫын вилмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3960 | Этем кӑмпа мар, пӗр кунта ҫитӗнмест. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3962 | Этем пурнӑҫе шит ҫурӑ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3961 | Этем пурнӑҫӗ ҫилрен ҫинҫе, шитрен кӗске. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3963 | Этеме пурӑннӑҫемӗн ӑс кӗрет те, анчах ӗмӗрӗ кӗскелет. | Пурнӑҫ — Вилӗм |
3964 | Юрату — пурнӑҫ, пурнӑҫ — кӗрешӳ. | Пурнӑҫ — Вилӗм |